Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Пулса иртни
14 Нарӑсӑн 2020, 11:18

Пушарта çын вилнĕ

Февралĕн 13-мĕшнехи çĕрле 04.04 сехетре Пишпÿлек районĕнчи Лысогорка ялĕнче пушар тухни çинчен пĕлтернĕ.

Февралĕн 12-мĕшĕнче Киги районĕнчи Масяково ялĕнче тухнă пушарта 1957 çулта çуралнă арçын инкек курнă. Çулăма пушар çинчен пĕлтерÿ килнĕ хыççăн 24 минутран сÿнтернĕ.
Февралĕн 12-мĕшĕнче Стерлитамак хулинчи урамра «Газель» автомобиль çунни çинчен пĕлтернĕ. Пушар гараж боксĕнче пуçланнă, унта 1988 çулта çуралнă арçын суранланнă, ăна больницана илсе кайнă. Пушар сăлтавне тĕпчеççĕ.
Февралĕн 13-мĕшнехи çĕрле 04.04 сехетре Пишпÿлек районĕнчи Лысогорка ялĕнче пушар тухни çинчен пĕлтернĕ. Инкек вырăнне Раççей МЧС вăйĕсемпе хатĕрĕсене, Çирĕклĕ ял тăрăхĕнчи ирĕклĕ пушар командине янă. Пĕрремĕш пушар подразделенийĕ килсе çитнĕ вăхăта 5х8 м виçеллĕ пĕрене çурта çулăм тытнă. Çуннине 04.36 сехетре сÿнтернĕ. Шел пулин те, пушара сÿнтернĕ вăхăтра 1952 çулта çуралнă вилнĕ арçын ÿтне тупнă. Вут-çулăмра çурт тăрри çунса пĕтнĕ, маччи ишĕлсе аннă, стенисем сиенленнĕ. Пушар сăлтавне тата пулни-иртнин йĕркине Раççей МЧС дознавателĕн тата следствипе оперативлă ушкăнăн тĕпчесе палăртмалла пулать.
Пушкăртстан Республикинчи Раççей МЧС тĕп управленийĕ граждансене пурне те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма, хутнă кăмакасене пăхмасăр хăвармасса, килти электропроводка шайне тĕрĕслесе тăма, вутпа асăрхануллă пулма , ачасене вутпа выляма чарма ыйтать.
Ан манăр! Пĕчĕк çитменлĕхсем пысăк инкеке çаврăнма пултарасси, пурнăçа «пушарччен» тата «пушар хыççăн» уйăрма путарать!
Пушар тухнă самантра 112 номерпе васкавлă шăнкăравламалла.
Пушкăртстан Республикинчи Раççей МЧС тĕп управленийĕн материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: