Тытăçу Салаватри Салават Юлаев бульварĕнче вырнаçнă çĕрлехи клуб патĕнче пулса иртнĕ. Хĕрарăм персе ÿкнĕ, анчах çакă хĕрсене чарăнмалли сăлтав пулман. Пулса иртни пирки «Вести» пĕлтернĕ, Салаватра пурăнакансем каласа панине тĕпе хурса.
Хĕрарăма мĕншĕн хĕнени паллă мар.
«Полицине хĕнесе пĕтернĕ гражданка заявлени çырнă. Пулса иртнин фактне тĕпчеççĕ, сăлтавне палăртаççĕ», — комментари панă ПР МВД пресс-службинче.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.