Пĕр эрне тăршшĕнче васкавлӑ медпулӑшу бригадисем ача ҫуратма хатӗрленнӗ 50 ытла хӗрарӑма больницӑна илсе ҫитернӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑм шӑнкӑравласа шыв кайнине, хырӑмӗ ыратнине пӗлтернӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади 15 минутран Чăваш Енри пер яла ҫитнӗ. Фельдшерсем хӗрарӑма машинӑна хурса пульницӑна кайма тухнӑ. Анчах ҫитеймен – ҫуратма пуҫланӑ.
Водитель машинӑна чарнӑ кӑна – 5 минутран ача сасси янӑраса кайнӑ. Ҫул ҫинче 3 килограмм таякан хӗрача ҫут тӗнчене килнӗ. Фельдшерсем ку таранччен кун пеккине тӗл пулман. Хӗрарӑма ҫураттарни – вӗсен пӗрремӗш опычӗ. Ача ҫуралсан вӗсем часрах Шупашкар больницине вӗҫтернӗ.