Апрелĕн 20-мĕшĕнче никам та пурăнман пушă тăракан çуртра 36 çулхи арçын ÿтне тупнă, унăн курткинче унпа пĕрле пурăннă хĕрарăм паспорчĕ тата ăна вĕлерни çинчен çырнă хут тупнă.
Чăннипе те, хĕрарăма уйăх пуçланнăранпа никам та курманни паллă пулнă. Асăннă факт тăрăх следовательсем уголовнăй ĕç пуçарнă.
Çухалнă хĕрарăм ÿтне арçынпа хĕрарăм тара тытса пурăннă хваттерти холодильникра тупнă.
Следстви версийĕ тăрăх, арçынпа хĕрарăм хирĕçсе кайнă, арçынни хĕрарăмне хĕнесе пĕтернĕ, çавна май вăл çавăнтах вилсе кайнă. Унтан арçын унăн ÿтне холодильника пытарнă, каярахпа хăйĕн айăпне йышăнса записка çырса хăй çине алă хунă.
Хальхи вăхăтра преступлени мĕнле пулса иртнине, унăн сăлтавне тĕпчеççĕ.