Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
14 Майӑн 2020, 11:57

Çăлавçăсем вăрманта аташса кайнă арçынна тата 15 çулхи хĕрачана шыраççĕ

«Система-112» шăнкăравсене йышăнакан центра майăн 13-мĕшĕнчи каç Белокатай районĕнчи Ургала ялĕ çывăхĕнчи вăрманта Челябинск облаçĕн çыннисем — 1959 çулхи тата 1977 çулхи арçынсем тата 15 çулхи хĕрача — çухални çинчен пĕлтернĕ.

Малтанхи информаци тăрăх, вĕсем вăрмана черемша татма кайнă, унта пĕр-пĕрне çухатнă.
— Экстренлă службăна çухалнă арçынсенчен пĕрин арăмĕ шăнкăравланă. ПР ЧС патшалăх комитечĕн çăлавçисем, полици сотрудникĕсем, вырăнти халăх çийĕнчех вĕсене шырама тухса кайнă, — пĕлтернĕ ведомствăн пресс-службинче.
Халĕ арçынсенчен пĕри хăй вăрмантан тухнă, тепĕр арçынпа хĕрачана шыраççĕ-ха.
«Башинформ».
Читайте нас: