+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Асар-писер ҫутҫанталӑк пулӑмӗ Пишпÿлек ялӗнче пулса иртнӗ.
Июлӗн 20-мӗшӗнче район территорийӗнче вӑйлӑ ҫил алхаснă. Ҫавӑн пек çил-тăвăл вăхăтĕнче суту-илӳ ҫурчӗн тӑррине илсе кайнă — пӗтӗмӗшле площадьри 80 «тӑваткал» лаптӑк (унчченхи «Полушка» çурчĕн тăррине).
«Хӗрача инкек тÿснĕ, 2007 ҫулта ҫуралнӑскере сиплев учрежденине илсе кайнă», — тесе пĕлтернӗ МЧС пресс-службинче.
Ҫавӑн пекех ҫил-тӑвӑл Кăркан ялӗнчи уйрӑм çын гаражĕн тӑррине — 20 тӑваткал метр лаптӑкӗпе татса илнӗ. Унта, телее, никам та хӗн курман.
«Башинформ» ИА информацийĕпе.