Ҫӑлавçăсем куллен шыва путакансене пулӑшаççĕ кӑна мар, вилнисене шывран туртса кӑларма та пулӑшаҫҫӗ.
Республика ЧС комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, июлӗн 19-мӗшӗнче, Буздяк районӗнчи Сабай ялӗнче вырӑнти пӗвере пулӑҫӑ путса вилнӗ. Тусĕсем каланӑ тӑрӑх, тахăш самантра 50 ҫулхи арҫын куҫран ҫухалнӑ.
«Шырав ӗҫне полици сотрудникӗсене, ял администрацине явӑҫтарнӑ, анчах тепӗр кунне кӑна ПР ЧС Патшалăх Комитечӗн водолазӗсем арçынна шывра тупнӑ. Мӗншӗн вилнин сӑлтавне полици сотрудникӗсен пӑхса тухмалла-ха», — тесе палӑртнӑ ведомствӑра.
Июлӗн 20-мӗшӗнче Кармаскалă районӗнчи Таусенгирово ялӗнче трагеди пулса иртнӗ. 17 ҫулхи каччӑ тусӗсемпе пӗрле каннӑ. Компани кӳлӗ ҫинче вĕрсе хăпартнă матрас ҫинче ишнĕ. Тахăш самантра вӑл çаврăнса ÿкнĕ.
Ҫырана пурте тухман: 17 ҫулхи ҫамрӑк шыва путнӑ. ПР ЧС патшалăх комитечĕн водолазӗсем унӑн кӗлеткине ҫырантан 20 метрта, 10 метр тарăнăшĕнче тупнӑ.
ПР ЧС патшалăх комитечĕ çине-çине аса илтерет: шывра асăрхануллă пулăр, ачасене пĕччен шыва кĕме ан ярăр. Оборудованиленĕ вырăнсенче кăна шыва кĕрĕр.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ЧС патшалăх комитечĕ.