Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
29 Июлӗн 2021, 13:34

Ҫичӗ арҫын паллӑ мар шӗвекпе наркӑмӑшланнă

Пушкӑртстанри Салават хулинчи следстви пайӗ ҫичӗ ҫын наркӑмӑшланнă факт тăрăх уголовлӑ ӗҫ пуçарнӑ.  

Ҫичӗ арҫын паллӑ мар шӗвекпе наркӑмӑшланнă
Ҫичӗ арҫын паллӑ мар шӗвекпе наркӑмӑшланнă

Регион ведомствин пресс-службин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, июлӗн 26-мӗшӗнче 17.00 сехетсенелле Салават хулин больницине Калинин урамӗнчи ҫурт патӗнче ҫичӗ çын тӑнсӑр пулни ҫинчен пӗлтерӳ килнӗ. Асӑннӑ ҫынсене реанимаци пайӗнче вырнаҫтарнӑ, вĕсен паллă мар япалапа наркӑмӑшланнине пӗлтерекен паллӑсем пулнă.

«Халӗ вӗсен сывлăхĕ вӑтам йывӑрлӑхра, медицина пулӑшӑвӗ малалла пырать. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлăх япӑхланас умӗн ҫичӗ арҫын (36 ҫултан пуҫласа 60 ҫул таран) паллă мар шĕвек ĕçнĕ», — тенӗ ведомствӑра.

Инкек вырӑнӗнче шар курнӑ шӗвеке сутнă ҫынна палăртассипе следствипе оперативлӑ мероприятисен комплексне йӗркеленӗ.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: соцсетьсем.

Ҫичӗ арҫын паллӑ мар шӗвекпе наркӑмӑшланнă
Ҫичӗ арҫын паллӑ мар шӗвекпе наркӑмӑшланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: