+3 °С
Уҫҫӑнах
Чекмагуш районӗнчи Тайняшево ялĕ патĕнчи Базы пĕвере икӗ ҫулхи арҫын ача путса вилнĕ, Пушкăрт МЧСĕн Тĕп управленин информацине тĕпе хурса çырать «Башинформ».
Малтанхи даннăйсем тӑрӑх, ача хӑйӗн виҫӗ ҫулхи пиччĕшĕпе аслисем пӑхса тӑмасӑр пĕве хĕрринче уҫӑлса ҫӳренӗ.
— Шыва кӗме вырӑн туман унта, шыва кӗме чарасси ҫинчен аншлаг лартнă. Полицейскисем ӳтне туртса кӑларнӑ. Оперативлӑ следстви мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ, — каласа пачӗҫ ведомствӑра.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Интернет.