Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пулса иртни
10 Августӑн 2021, 16:50

Ҫичӗ ҫулхи ача кӑмпапа наркӑмӑшланнӑ та вилнӗ

Республика Следстви комитечӗн пресс-служби трагеди сӑлтавӗсем ҫинчен малтанах каласа хунӑ даннӑйсене пӗлтернӗ.  

Июнь уйӑхӗнче ача ашшӗ-амӑшӗнчен вӑрттӑн икӗ кӑмпа ҫисе янӑ, вӗсем вӑл пурӑнакан вырӑнта — уйрӑм ҫуртӑн кил картишӗнче ӳснӗ. Каярахпа ача сывлӑхӗ япӑхланнине туйнӑ. Малтан ӑна вырӑнти больницӑна илсе кайна, унтан ачана Уфари медучрежденине куҫарнă, кайран — Мускав больницине. Анчах медицина пулӑшӑвне пӑхмасӑрах вӑл вилнӗ.

Пушкăрстанри Мелеузри следстви пайӗ ҫичӗ ҫулхи ача вилнин факчĕпе тӗрӗслв ирттерет.

Роспотребнадзор управленийӗ кӑмпапа ачасем кӑна мар, аслисем те наркăмăшланма пултарнине аса илтерет. Инкек-синкек ан пултӑр тесен асӑрхануллӑ пулмалла. Пуринчен ытла кӑмпапа наркӑмӑшланни кӑмпа ҫинчен калакан информаци ҫитменнипе ҫыхӑннӑ: ҫынсем йывӑр металл тӑварӗсем, ядохимикатсем пухакан вырӑнсенче палламан е суя кӑмпасем пуҫтараҫҫӗ. Ҫулталӑкри типӗ тапхӑрта е кӑмпа пухмалли вырӑна ядохимикатсем сапса тухнӑ хыҫҫӑн кӑмпа ҫиме юрӑхсăр пулма пултарать.

МИХ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: соцсетьсем.

Ҫичӗ ҫулхи ача кӑмпапа наркӑмӑшланнӑ та вилнӗ
Ҫичӗ ҫулхи ача кӑмпапа наркӑмӑшланнӑ та вилнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: