

Августӑн 30-мĕшĕнчи ирхи 8 сехет тӗлне вӑрман пушарӗсен ҫӗнӗ вучахӗсене регистрацилемен.
Виçĕ вӑрман пушарӗ хаман та çунать, вӗсем пурте Белорецк районӗнче вырнаçнă, пӗлтерет ЦУР РБ Пушкӑртстанри чрезвычайлӑ лару-тӑрусен комитечĕн председателӗн заместителӗн Александр Лопуховăн сăмахĕсене тĕпе хурса.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, паянхи ир 210 га лаптӑкри вӑрман пушарӗн пĕр вучахне локализациленӗ.
Икӗ пысӑк участокра çунакан пушар пысӑк хӑрушлӑх кăларса тăратать, унта халӗ те вут-ҫулӑм алхасать, ку вӑл Верхние Лемезы ялĕ çывăхĕнче тата ЗАТО Межгорье.
Ведомство представителӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх пурӑнакан вырӑнсемшĕн хӑрушлăх ҫук. Пушара сÿнтернĕ çĕрте 250 ҫын ытла тата 50 единица спецтехника ӗҫлет.
«Башинформ»информацийĕпе.