Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Пулса иртни
2 Сентябрӗн 2021, 09:40

Юрактаура пушара сӳнтерме пӗтӗм районтан ҫынсем килнӗ

Стерлитамак районӗнче пурӑнакансем Юрактау тӑвӗ ҫинчи пушара сӳнтерме тухнӑ.  

Юрактаура пушара сӳнтерме пӗтӗм районтан ҫынсем килнӗЮрактаура пушара сӳнтерме пӗтӗм районтан ҫынсем килнӗ
Юрактаура пушара сӳнтерме пӗтӗм районтан ҫынсем килнӗ

Стерлитамак районӗнче пурӑнакансем Юрактау тӑвӗ ҫинчи пушара сӳнтерме тухнӑ.

«Башинформа» курнӑ ҫын тата пушара сӳнтерес ӗҫе хутшӑнакан Альфия Кинзябулатова-Переведенцева пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Ҫтерлӗ районӗнчи нумай ялсенчен çынсем килнĕ, ҫав шутра Дергачевкăпа Бегеняша ялĕсенче пурăнакансем.

Ҫынсем кӗреҫесемпе хӑйсен машинисемпе тата автобуссемпе килеҫҫӗ. Вырӑнта пушар сӳнтерекенсем ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ.

Юрактау тӑрринче пушар ҫинчен пӗлтерни сентябрӗн 2-мӗшӗнче ҫитнӗ. Тăвăн çурçĕр-хĕвелтухăç енче типĕ курăк тата йывăç-тĕм çунать, тĕтĕме пула нимĕн те курăнмасть.

Пушар сÿнтернĕ çĕрте 41 ҫын, техникӑн 9 единици, ҫав шутра икӗ трактор ĕçлет. Пушар пулнӑ ҫӗре вӗҫӗмсӗр шыв парса тăрассине йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех ҫак вырӑнта ранецлă огнетушительсемпе 29 волонтер пур. Запасра 70 сумка пур.

Халӑх пурӑнакан вырӑнсемшĕн хӑрушлăх ҫук.

Вырӑнти ҫынсем вут хыпса илнин сӑлтавӗ канма килнĕ çынсем сÿнтермесĕр хăварнă кӑвайт пулма пултарать тесе шутлаççĕ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Юрактаура пушара сӳнтерме пӗтӗм районтан ҫынсем килнӗ
Юрактаура пушара сӳнтерме пӗтӗм районтан ҫынсем килнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас