

Пассажирсен икӗ автобусӗ Уфара ӗнер çуннă.
Кӑнтӑрла Салават Юлаев проспектӗнче, Менделеев урамӗпе пĕрлешекен районта, 75-мӗш маршрутпа пыракан "ПАЗ" пассажир автобусӗ ҫуннӑ. Салонра ҫуннӑ вӑхӑтра 30-е яхӑн ҫын пулнӑ, вӗсем пурте маршруткӑран хăвăрт тухнă, инкек курнисем çук.
Малтанхи информаципе, автобус водителӗ шар курнӑ – унăн аллисем пиҫсе кайнӑ.
Каярахпа пӗлтернĕ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтрах Уфара пассажирсен тепӗр автобусӗ ҫунма пуҫланӑ. Хальхинче ЧП "Горсовет" чарӑну районӗнче пулнă. Унта 298-мĕш маршрутпа «Уфимский ДОК – СТЦ Мега» пыракан "ПАЗ" автобусӑн мотор пайĕ çунма пуçланă. Çулăма маршрутка водителӗ хӑй сӳнтернӗ. Инкекре çынсем шар курман.
«МГ» информацийĕпе.