Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пулса иртни
8 Сентябрӗн 2021, 09:56

Шăллĕн пуçне касса пăрахасшăн пулнă

Пушкӑртстанра суд Нефтекамскра пурӑнакан 33 ҫулхи арçын тĕлĕшпе приговор йышӑннӑ.  

Шăллĕн пуçне касса пăрахасшăн пулнă
Шăллĕн пуçне касса пăрахасшăн пулнă

Арçынна хăйĕн тăванне вӗлернӗшӗн айӑплӑ тенӗ. Республика Следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр ноябрь уйӑхӗнче икӗ тӑван хушшинче хирӗҫӳ пулса иртнӗ. Пиччӗшӗ ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та 31 ҫулхи тăванне ҫапса янӑ — лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Преступлени йӗрӗсене пытарас тесе, арҫын вилнӗ ҫыннӑн ӳтне ваклама шут тытнӑ, анчах пуçне кевтинчен касса илнĕ вăхăтра вӗсен ашшӗ ун патне килне пынӑ. Ватӑ ҫын, мӗн пулса иртнине курсан, право сыхлавӗн органӗсене çынна вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ.

Преступлени тунă ҫын тарма хӑтланнӑ, анчах хуралҫӑсем ӑна ҫула май каякан транспортпа тухса кайма хӑтланнӑ чухне тытса  чарнă.

Айӑпланаканӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Суд ӑна 11 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колонире пулса ирĕкрен хăтармалла наказани йышăннă. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.

 

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.

Шăллĕн пуçне касса пăрахасшăн пулнă
Шăллĕн пуçне касса пăрахасшăн пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: