+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушар вӑхӑтӗнче шар курнӑ ҫынсем ҫук.
Пушкӑртстанри Федоровка районӗнчи Айтуган-Дурас ялӗнче пушар тухни пирки ҫӑлав службине ĕнер каҫа юлса пӗлтернĕ. Пушарнăйсем пырса çитсен ял хуҫалӑх предприятийӗн 360 тӑваткал метр лаптӑклă хӑма карта ҫуннине палӑртнӑ. Шел пулин те, пушара пула 20 пӑру вилнӗ. 240 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх ҫӑлӑннӑ. Пушар сӑлтавне тата сиксе тухнӑ лару-тӑрӑва палӑртаҫҫӗ.
Вырӑнта сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗ тата Раҫҫей МЧСĕн дознавателӗ ӗҫлет.
«МГ» информацийĕпе.