Кунашкал хыпарсем 90-мӗш çулсен пуçламăшӗнче нумайччӗ, анчах, алкоголь сутассине патшалăх хытă тимлет пулин те, япăх пахалăхлă, çын пурнăçӗшӗн хăрушă суя эрех сутса укçа тăвас текенсем халӗ те пур
Оренбург облаçӗнче октябрӗн 8-мӗшӗнче контрафактлă алкогольпа наркăмăшланнă хыççăн вилнӗ çынсен шучӗ 34 çитнӗ. Çакăн çинчен Оренбург облаçӗн регионри информаци политикин министрӗн çумӗ Инна Аверкова пӗлтернӗ.
«Наркăмăшланнисен шучӗ 49 çынран 54 çити ӳсрӗ. Больницасене йывăр чирленисене комăра илсе çитернӗ пулнă, вӗсем вилнӗ. Пурӗ 34 çын пурнăçӗ татăлнă, 28-шӗ сывă, вӗсенчен хăшӗсем стационарта выртаççӗ», – тесе пӗлтернӗ вăл.
Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/suya-erekhe-pula-tupaka-krse-vyrt-kha-es