Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
18 Октябрӗн 2021, 12:15

Автобуса сертификатсăр ларма хăтланнă

Пушкӑртстанра сертификатсӑр пӗр хӗрарӑма автобусран илсе тухса полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.  

Автобуса сертификатсăр ларма хăтланнă
Автобуса сертификатсăр ларма хăтланнă

Пушкӑртстанра сертификатсӑр пӗр хӗрарӑма автобусран илсе тухса полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.

Инцидент ӗнер, октябрӗн 17-мӗшӗнче, Стерлитамакра пулса иртрӗ.

Полицие вокзал ӗҫченӗсенчен пассажир автобусне кайма чарни ҫинчен хыпар килнӗ. Вырӑна килнӗ полицейскисем ҫакна палӑртнӑ: хӗрарӑм Кумертау – Уфа автобусне ларасшăн пулнă, вӑл вакцинаци тунине ҫирӗплетекен документсемсӗр иртме хӑтланнӑ.

Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстанра хуласем хушшинчи ҫулҫӳревсене сертификат пулсан ҫеҫ, COVID-2019 хирĕç вакцинаци туни çинчен сертификат е ултӑ уйӑх хушшинче коронавируспа чирлесе ирттернӗ справка пур чухне ҫеҫ ирӗк панӑ.

Хĕрарăм автобусран тухса кайма килӗшмен, ҫапла вара автобуса çула тухма чарса тӑнӑ. Автобусран хӗрарӑма ҫав-ҫавах илсе тухса полици уйрӑмне илсе кайнă, пулса иртнĕ ĕçе пӑхса тухнă.

ПР МВД информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: krasrab.ru

Автобуса сертификатсăр ларма хăтланнă
Автобуса сертификатсăр ларма хăтланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: