Ритуал служба машини Октябрьски хулин масарĕ çине вилене пытарма кĕреймен.
Mash Batash пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем ҫур километр тăршшĕ тупӑка ҫӗклесе пынӑ, ҫав хушӑрах хула масарне тирпей-илем кӗртмешкӗн икӗ ҫул хушшинче 3 миллион ытла тенкӗ тăкакланă.
Палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулта ҫула юсама 233 пин тенкӗ тӑкакланӑ, анчах нимӗн те улшӑнман. Заказчик компанин директорӗ каланă тăрăх, ҫулсене пурне те асфальт сарнӑ, пурӑнакансен сӑмахӗсем вара — суя. Икӗ ҫулта масара тирпей-илем кӗртмешкӗн виҫӗ миллиона яхӑн укçа - тенкӗ кайнӑ, анчах масар патне çитмелли çула тирпей кĕртмелли ҫав ӗҫе кӗмен имӗш.
"Башинформ" Агентство лару-тӑрӑва ӑнлантарса парас тесе Октябрьски хулин администрацине кайнӑ, анчах унта оперативлӑ комментари парайман.
"Башинформ" информацийĕпе.