Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
8 Декабрӗн 2021, 13:03

ВАЗ-2114 руль умӗнчи водитель 8 ҫулти хӗрачана ҫапса хăварнӑ

Пулса иртнин сăлтавĕсене тĕпчеççĕ.

ВАЗ-2114 руль умӗнчи водитель 8 ҫулти хӗрачана ҫапса хăварнӑ
ВАЗ-2114 руль умӗнчи водитель 8 ҫулти хӗрачана ҫапса хăварнӑ

  Пушкăртстанра ВАЗ-2114 автомобильпе  пыракан водитель сакӑр ҫулхи хӗрачана ҫул ҫинче ҫапса хăварнă.

Инцидент иртнӗ каҫ Стерлитамак районӗнчи Айгулево ялӗн тӗп урамӗнче пулса иртнӗ.

ПР ГИБДД оперативлӑ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, 24 ҫулхи ВАЗ-2114 автомобиль водителӗ кӗтмен ҫӗртен çул çине сиксе тухнă сакӑр ҫулхи хӗрача çине кĕрсе кайнă. «Аварие пула иккӗмӗш класра вӗренекене сурансемпе госпитализациленӗ. Тĕпчев пуҫланнă», — пӗлтерчӗҫ ведомствӑра.

Иртнӗ талӑк хушшинче Патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем çул-йĕр правилисене пӑснă 1850 ытла саманта тупса палӑртнӑ, 26 ÿсĕр водителе тытса чарнӑ. Маларах хӑваласа кайнӑ пӗр автомобиль шыраса тупнӑ.

«Башинформ» информацийĕпе.  

ВАЗ-2114 руль умӗнчи водитель 8 ҫулти хӗрачана ҫапса хăварнӑ
ВАЗ-2114 руль умӗнчи водитель 8 ҫулти хӗрачана ҫапса хăварнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: