Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
15 Июнӗн 2022, 22:14

Сӑпса сӑхсан арҫын чутах вилмен

Арҫыннӑн пичӗ шурса кайнӑ, шыҫӑннӑ, хӑй йывӑррӑн сывланӑ.

Сӑпса сӑхсан арҫын чутах вилмен
Сӑпса сӑхсан арҫын чутах вилмен

Чăваш Енри ялсенчен пĕринче тухтӑрсем  59 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Сӑпса сӑхнӑ хыҫҫӑн унӑн анафилактика шокӗ пулнӑ.

Ун чухне пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ  отпускра пулнӑ. Ялти пӗр хӗрарӑм ыйтнипе вӑл кнсультаци пама ӗҫе тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра тӑванӗсем сӑпса сӑхнӑ арҫынна илсе килнӗ. Тухтӑр часрах медсестрана чӗнсе урама чупса тухнӑ.

Арҫыннӑн пичӗ шурса кайнӑ, шыҫӑннӑ, хӑй йывӑррӑн сывланӑ. Чутах тӑнне ҫухатман. Шурӑ халатлисем ӑна урамрах пулӑшу кӳме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Вӗсем ҫитиччен арҫын хӑйне лайӑх туйма пуҫланӑ. Васкавлӑ медпулӑшӑва вӑл хӑйех ларнӑ.

#Суйкӑн#Ҫӗнӗ Эйпеҫ#Улатӑр районӗ#тухтӑрсем

Сӑпса сӑхсан арҫын чутах вилмен
Сӑпса сӑхсан арҫын чутах вилмен
Автор:
Читайте нас: