Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
8 Июлӗн 2022, 12:22

Начар нервлисемшĕн мар: хĕрарăма çунтарса ярасшăн пулнă

Халĕ Салават полицейскисем пулса иртнĕ ĕçе тĕпчеççĕ.  

Начар нервлисемшĕн мар: хĕрарăма çунтарса ярасшăн пулнă
Начар нервлисемшĕн мар: хĕрарăма çунтарса ярасшăн пулнă

Истори халсӑр чунсемшӗн пулман. Тем те курнă МЧС ӗҫченӗсене те ăнтан янă, "ҫӗрле ҫунса кайнӑ ҫурт ишӗлчĕкĕсене сÿтнĕ вӑхӑтра путвалтан хӗрарӑм кӑшкӑрнине илтнӗ – унта нăкă çунса пĕтнĕ хӗрарӑм выртнӑ". Ҫӑлавçăсем пытармаҫҫӗ: вӑл тӗлӗнмелле майпа кăна чӗрӗ юлнӑ…

Госпитализаци умӗн инкек тӳснӗ хĕрарăм полицейскисене каласа пама ӗлкӗрнӗ: каҫхине вӑл тата унӑн икӗ пӗлӗшӗ общежитире ӗҫнӗ. Каярахпа компани "ҫутҫанталӑк ҫине" куҫма шутланă. Пӑрахӑҫа тухнӑ сад участокне ҫитнĕ. Унта пĕрле ĕçнĕ ҫынсем хушшинче хирӗҫӳ тухнă.

"Туссем", 49 ҫулти хула хӗрарăмне вӗсен телефонне вӑрланӑ тесе айӑпланӑ та хӗнеме пуҫланӑ. Аллисемпе те, урисемпе те, тимӗр сӑнчӑрпа та ҫапнă. Унтан ӑна çункăç сапнă та пӑрахӑҫа тухнӑ дача ҫурчӗн путвалне тӗртсе янă. Усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫурт-йӗре вут тивертсе янӑ та инкек пулнӑ вырӑнтан тарнӑ.

Оперативниксем таркӑнсене шыраса тупнă та отдела илсе пынă. Маларах судпа айӑпланнисем 25 ҫулти хӗрарăмпа 32 ҫулти арҫын, хӑйсем мӗн тунине каласа панӑ, айăпне йышăннă. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫав ӑнӑҫсӑр каҫ пулса иртнӗ ӗҫсене "хӑйсене уйрӑм астуса юлайман", вӗсем питӗ ӳсӗр пулнӑ, теҫҫӗ.…

Раҫҫей Федерацийӗн Пушкӑртстан Республикинчи следстви комитечӗ 25 ҫулти хӗрарӑма тата 32 ҫулхи арҫынна "пӗтӗмӗшле хӑрушсӑр меслетпе, ҫынсен ушкӑнӗпе вӗлересшӗн" тесе айӑпланӑ, пӗлтерет ведомство пресс-служби.

https://resbash.ru/

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Следстви комитечĕн пресс-служби.

Начар нервлисемшĕн мар: хĕрарăма çунтарса ярасшăн пулнă
Начар нервлисемшĕн мар: хĕрарăма çунтарса ярасшăн пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: