-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртра Учалӑ - Кирябин автоҫулăн 13-мĕш ҫухрӑмĕнче вилĕмлĕ ДТП пулса иртнӗ. Малтан пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 ҫулти вырӑнти ҫын "ВАЗ-2106" руль умӗнче ҫул ҫинчен анса кайнă та ӳпӗнсе выртнă. Аварире 18 ҫулти пассажира вырӑнти больницӑн реанимаци уйрӑмне илсе кайнă, ҫав кунах каҫпа вӑл сурансене пула вилнӗ. Аварие тӗрӗслеҫҫӗ.
Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра республикӑра икӗ ҫултан сахалрах стажлă водительсем хутшăннипе 140 авари регистрациленӗ, унта сакӑр ҫын вилнӗ тата 198 травма илнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР УГИБДД .