Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
29 Июлӗн 2022, 20:45

Арçын тенкел ҫинче миллион тенкӗ укçапа сумка манса хăварнă

Стерлитамак станцин дежурнӑй чаҫне вокзал сотрудникӗсенчен тенкел ҫинче такам кутамккине хӑварни ҫинчен пӗлтернĕ.

Арçын тенкел ҫинче миллион тенкӗ укçапа сумка манса хăварнă
Арçын тенкел ҫинче миллион тенкӗ укçапа сумка манса хăварнă

Пассажир электричка ҫине васканă, кутамка ҫинчен аса илмесӗрех, тухса кайнă. Анчах транспорт полицейскийӗсем видеокамерăпа пăхса, хуҫана шутласа кăларнă, манӑҫнӑ пассажирӑн кутамкине каялла тавӑрса панă.
Стерлитамак станцин дежурнӑй чаҫне вокзал сотрудникӗсенчен тенкел ҫинче такам кутамккине хӑварни ҫинчен пӗлтернĕ. Хуҫи Оренбург -Уфа поездпа пынӑ. Поезд ҫинче тупни ҫинчен пӗлтерӳ тунă хыççăн, ҫын кутамка ҫинчен аса илнӗ.
Гражданин полицейскисене сумкине тавӑрса панӑшӑн (япаласемсӗр пуҫне миллион тенкӗ ытла укçа пулнă) чӗререн тав тунă.
"МГ" информацийĕпе.

Арçын тенкел ҫинче миллион тенкӗ укçапа сумка манса хăварнă
Арçын тенкел ҫинче миллион тенкӗ укçапа сумка манса хăварнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: