Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
6 Сентябрӗн 2022, 18:48

Пушкӑрт çынни мошеннике 1,5 млн тенкӗ "парнеленӗ"

"Мошенничество пирки уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ. Следстви малалла пырать", - пӗлтернĕ ПР МВД пресс-службинче.

Пушкӑрт çынни  мошеннике 1,5 млн тенкӗ "парнеленӗ"
Пушкӑрт çынни мошеннике 1,5 млн тенкӗ "парнеленӗ"


Октябрьски хулинчи полицие 26 ҫулти вырӑнти ҫын заявленипе пынă. Хӗн-хур тӳснӗ ҫын каланӑ тӑрӑх, унӑн абонент номерне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та, укҫине тупăшлă хурса дивидендсем илме сӗннӗ. Малалла аферист ӑна банкра кредит илме ӳкӗтленӗ. Мошенникран инкек тÿснĕскер кредит укҫине усал шухӑшлӑ ҫынна малтанах палӑртса хунӑ вырӑнта панӑ. Виртуаллӑ аферист хӑйӗн рольне пурнӑҫланӑ, 26 ҫулхи арҫынна, унран укҫа илни ҫинчен, хӑй аллипе расписка ҫырса панӑ. Анчах лешӗ, мошеннике шанса, расписка тексчӗпе паллашман, кайран ӑна пачах ҫухатнӑ.
Усал шухӑшлӑ ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ миллион ҫурӑ тенке яхӑн сиен кӳнӗ.
"Мошенничество пирки уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ. Следстви малалла пырать", - пӗлтернĕ ПР МВД пресс-службинче.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

Пушкӑрт çынни  мошеннике 1,5 млн тенкӗ "парнеленӗ"
Пушкӑрт çынни мошеннике 1,5 млн тенкӗ "парнеленӗ"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: