Пишпÿлек районӗнче 18 ҫулти Мария Петровӑна шырасси вӗҫленнӗ. "БашРегионСпас" шыравпа ҫӑлав отрячӗн волонтерӗсем каласа панӑ тӑрӑх, августӑн 29-мӗшӗнче хӗр килĕнчен тухса кайса ҫухалнӑ. ГорОбзор.ру журналисчĕ Мариян тăванĕпе Галина Петровӑпа калаҫнă. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, хӗр ҫухалас умӗн унăн юратнӑ ҫынни вилнӗ.
"Маша нумай пулмасть хаклӑ ҫыннине ҫухатрӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, эпир тӳрех ун патне общежитине кайрӑмӑр, алӑкне çĕмĕрсе уҫрӑмӑр, анчах пӳлӗмре никам та пулмарӗ. Каярахпа эпӗ сехӗрленсе ӳкрӗм, тӑвансене пурне те шăнкăравлама тытӑнтӑм, Следстви комитетне шӑнкӑравларӑм. Ҫав кунах эпир ӑна шырама тытӑнтӑмӑр. Ҫӗрлехи икӗ сехет тӗлне эпир пурне те пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр", – каласа панă Мариян тăванĕ.
Галина каланӑ тӑрӑх, хӗр питӗ вӑйлӑ шокра пулнă. Мария ӗнтӗ хӑйшӗн иккӗмӗш çывăх ҫыннине ҫухатнă. 2022 ҫул пуҫламӑшӗнче унӑн ашшӗ вилнӗ. Ҫакӑ Марияшӗн психикине вӑйлӑ пырса ҫапнă. Кӳршӗсем юлашки хут хӗр пĕрмай макӑрнине курнӑ.
"Эпӗ ӑна мӗн пӗчӗкренех пăхаттӑм. Вӑл ман патӑмра 18 ҫулччен пурӑнчӗ, вӑл мана анне тесе чӗнетчӗ, Маша маншăн хӗр пекчĕ. Унӑн ашшӗ вилсен, эпир тӳрех опека органӗсене Машӑна хамăр пата илсе каятпӑр терӗмӗр", - тенĕ тӑванӗ.
Ҫухалнӑ 18 ҫулти Мария Петровӑна шырас ӗҫ ӗнер вӗҫленни паллӑ пулчӗ. "БашРегионСпас" шырав отрячӗн волонтерӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр вилнӗ.
Вилӗм сӑлтавне каламаççĕ.