-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Трагеди республикӑри Туймазă районӗнче пулса иртнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Шаран - Тюменяк çул ҫинче виҫӗ тонна ыраш тиенӗ "Газель" çăк машини тормоз системи чăхăмланине пула канава вӗҫсе аннӑ. Пассажир, 49 ҫулхи арҫын, хӑраса ӳкнӗ, автомобиль ҫинчен сиксе аннӑ та "Газелӗн" хыҫалти сылтӑм кустӑрми айне лекнӗ. Вӑл вилнӗ. Республикӑри Шаран районӗнче пурӑнакан 54 ҫулти водитель нăкăх мар суранланнă.
"МГ" информацийĕпе.