Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Пулса иртни
26 Сентябрӗн 2022, 15:32

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Ижевск шкулӗнче пулнă трагеди пирки чунтан хурланнине пĕлтернĕ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн телеграмм-каналӗнче Ижевск шкулӗнче трагедии пирки куляннине пӗлтернӗ.  

 «Башинформ» пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта сентябрӗн 26-мӗшӗнче занятисем вӑхӑтӗнче пеме тытӑннӑ. Малтан хура тум тăхăннă арҫын хуралҫӑна персе вӗлернӗ, унтан ачасене пеме тытӑннă. Вӗренекенсем ҫӳлти хутсенчен чӳречесенчен сике-сике аннă. Хӗҫпӑшаллă çын пӗр кабинетра баррикадӑланса перкелешӳ пуҫлани, унтан вара хăйне те тĕп туни паллӑ.

РФ Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин Раҫҫейри Тĕп следстви управленине ĕçе тӗпчеме Удмурт Республикинчи Ижевскри шкул территорийӗнче пени ҫинчен уголовлӑ ӗҫ пама хушнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 13 ҫын инкек курнă, вӗсем хушшинче ҫичӗ ача пулнӑ.

Удмуртире Ижевск шкулӗнче пенипе трагедии пирки виҫӗ кунлӑх траур пӗлтернӗ.

Çăлкуçĕ: «Башинформ».

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Ижевск шкулӗнче пулнă трагеди пирки чунтан хурланнине пĕлтернĕ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Ижевск шкулӗнче пулнă трагеди пирки чунтан хурланнине пĕлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: