Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
7 Ноябрӗн 2022, 19:18

Пушкӑртстанра пӗр талӑк хушшинче пушарсенчен 13 ҫынна ҫӑлнӑ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра пӗр талӑк хушшинче  пушарсенчен 13 ҫынна ҫӑлнӑ
Пушкӑртстанра пӗр талӑк хушшинче пушарсенчен 13 ҫынна ҫӑлнӑ

Юлашки талӑк хушшинче республикӑра нумай хваттерлӗ ҫуртсенче икӗ пушар пулса иртнӗ, вӗсене пула 13 ҫынна эвакуациленӗ, Пушкӑрт МЧС пресс-служби пӗлтерет.
Ҫапла, Туймазă районӗнчи Серафимовски поселокра ӗнер каҫхине икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Вут ҫулӑмне сӳнтернипе пӗрлех ҫынсене ҫӑлма тытӑннă. Ҫӗрле диспетчер пульчĕ ҫине Баязит Бикбай урамӗнче ҫунни ҫинчен пӗлтернĕ. Нумай хваттерлӗ ҫуртра пӗрремӗш хутра тăватă тӑваткал метрлӑ килти пурлӑх ҫуннă, коридор тӗтӗмпе хуралнӑ, тамбур алӑкӗн тулашӗ ҫӗмӗрӗлнӗ. Вилнисем те, инкек курнисем те ҫук. Пушар сӑлтавне МЧС дознавателĕсем тĕпчеççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра пӗр талӑк хушшинче  пушарсенчен 13 ҫынна ҫӑлнӑ
Пушкӑртстанра пӗр талӑк хушшинче пушарсенчен 13 ҫынна ҫӑлнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: