Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
10 Мартӑн 2023, 12:56

Пушкӑртстанра рейс автобусĕ кювета анса кайнă

Пулса иртнин мӗнпур лару-тӑрăвне тĕпчеççĕ.

Пушкӑртстанра  рейс автобусĕ кювета анса кайнă
Пушкӑртстанра рейс автобусĕ кювета анса кайнă

Авари республикӑн Янаул районӗнче пулса иртнӗ.
Паян ирхине ирех "Янаул – Уфа" трасса ҫинче "Башавтотранс" компанин пассажирсем турттаракан "Скания" автобус кювета кайнă. Автобус салонӗнче 30 ҫынна яхӑн пулнӑ. Инкеке лекнисем пурте хӑйсем тӗллӗн тухнӑ та Янаул автовокзалне резерв транспорчӗпе кайнӑ. ДТП-ран пӗр ҫынна вырӑнти больницӑна госпитализациленӗ. Автобус рулĕ умӗнче 33 çул водитель стажĕ пухнă 56 ҫулхи арҫын пулни паллӑ. Пулса иртнин мӗнпур лару-тӑрăвне тĕпчеççĕ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-10/v-bashkirii-v-kyuvet-sletel-reysovyy-avtobus-3171498

 

Пушкӑртстанра  рейс автобусĕ кювета анса кайнă
Пушкӑртстанра рейс автобусĕ кювета анса кайнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: