Республикӑра улталанӑ граждансен шучӗ чакмасть.
Чи пысӑк ҫухату Мелеуз районӗнчи 40 ҫулти ял хĕрарăмĕн пулнă, вӑл усӑллӑ инвестици хывас шутпа ултавҫӑсене 7,5 млн тенкӗ, вӗсенчен 7 млн тенкӗ — кредит укҫине панă. Мраковӑра пурӑнакан 63 ҫулти ҫын шӑпах ҫавӑн пек схемӑпа 600 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
Пушкӑрт Республикинчи МВД граждансене мошенниксенчен хӳтӗлеме ҫакӑн пек канашсем парать:
- паллӑ мар счет çине нихăҫан та укҫа ан яр;
- хӑвӑн личнӑй тата банк даннӑйӗсене ют ҫынсене ан пар;
- пысӑк тупӑш пама пулсан та, укҫана палламан счетсем ҫине ан куҫар;
- сана мошенниксем шӑнкӑравларӗҫ пулсан, трубкӑна хур.
Эсӗ ултавҫӑпа тӗл пултӑн пулсан, полицие кай.