Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
30 Июлӗн , 10:41

Пушкӑрт тӗп хулинче пурӑнакан хӗрарӑм аферистсене шанса хваттерне сутнӑ

Ватӑ хӗрарӑма ултавҫӑсем телефонпа шӑнкӑравланă, вӗсем уфимкӑна унăн хваттерне вĕсем çине çырма хӑтланни ҫинчен ӗнентернĕ.

Усал шухӑшлӑ ҫынсем пурӑнмалли ҫурт-йӗре сыхласа хăварма "суя суту-илӳ" туса ирттермелле, тенĕ.

Хӗрарӑм аферистсене ӗненнӗ те хӑйӗн хваттерне 4 миллион тенкӗпе хӑвӑрт сутнӑ. Суту-илӳ укҫине вӑл хӑйне ултавҫӑсем кӑтартса панӑ "хӑрушлăхсăр счет" ҫине куҫарнӑ.

Тепӗр темиҫе кунран тин пенсионерка хваттерне сутнă пӗтӗм укҫине усал шухӑшлӑ ҫынсене янине ӑнланса илнӗ.

ПР МВД асӑрхаттарать: палламан ҫынсемпе, уйрӑмах телефонпа, асӑрхануллӑ пулӑр. Шанчăксăр шӑнкӑравсем пулсан, халех калаҫма чарӑнӑр.

Ҫавӑн пекех полицейскисем кун ҫинчен хӑвăрăн ватӑ тӑванăрсене, пӗлӗшӗрсене тата кӳршĕсене, мошенниксен ӗҫӗнчен сыхлас тесе, тепӗр хут аса илтерме сӗнеҫҫӗ.

Ку ӗҫ телефон аферисчӗсем мӗн тери ҫивӗч те ӗнентерӳллӗ пулма пултарнине черетлӗ хут кӑтартса парать. Сыхӑ пулӑр, мошенниксем тыткăнне ан парӑнӑр, ҫавӑн пек шӑнкӑравсем ҫинчен çийĕнчех полицие пӗлтерӗр.

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-07-29/zhitelnitsa-stolitsy-bashkirii-prodala-kvartiru-pod-vliyaniem-aferistov-3865881

Пушкӑрт тӗп хулинче пурӑнакан хӗрарӑм аферистсене шанса хваттерне сутнӑ
Пушкӑрт тӗп хулинче пурӑнакан хӗрарӑм аферистсене шанса хваттерне сутнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: