Уфари çар çыннисем ятарлă ҫар операцийӗ иртекен зонӑри ҫапӑҫусенчен пӗринче пӗрле ӗҫлекенсене дрон атакинчен ҫӑлса хӑварнӑ. "Гиви" тата "Пух" позывнойлă боецсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен тӗп хулан Дема район администраци пуҫлӑхӗ Антон Тарасов каласа панӑ.
"Гиви" тата "Пух" ВСУсен виҫӗ дрон-камикадзене пӗтернӗ. Тӑшманӑн пилотсăр вĕçекен пĕр аппарачĕ боевой расчет патне вӗҫсе пыма пуҫласан, боецсем ҫухалса кайман, тӗллесе пеме пуҫланă. Ҫавӑнтах вӗсем ҫийӗн тӑшманӑн тата икӗ аппарачӗ вӗҫме пуҫланă, анчах вӗсене те Калашниковран пеме пултарайнă", — пӗлтернӗ Антон Тарасов.
Пилотсăр вĕçекен аппаратсене взрывчаткӑпа тата аркатмалли элементсемпе тултарнӑ. Салтаксен татӑклӑ ӗҫӗ боецсен пурнӑҫне сыхласа хӑварма пулӑшнă, - палӑртнă Антон Тарасов.
Темиҫе кун маларах Уфа ҫар ҫыннисене гуманитари çăкне ҫар валли ятарлӑ оборудовани илсе килнӗ. Воинсем хула ҫыннисене тата Антон Тарасова пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Уфан Дема район администраци пуҫлӑхӗн Антон Тарасовӑн телеграмм-каналĕ.
Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.