Республикăри МВД пайĕсене мошенниксен ӗҫӗсем ҫинчен 30 ытла пӗлтерӳ килнӗ.
10-мĕш Раҫҫей УМВД полици уйрӑмне пенсионер пынă. Ӑна паллӑ мар номертен телефонпа шӑнкӑравланă та МФЦ сотрудникӗсем пек паллаштарнă. Усал шухӑшлӑ ҫынсем SMS кода калама хушнă, арçын вĕсем каланине тунă. Ҫакӑн хыҫҫӑн калаҫу чарӑннă. Каярахпа мошенниксем каллех пенсионерпа ҫыхӑннӑ та унӑн персональнӑй даннӑйӗсем çухални тата ун ячĕпе кредит илме хӑтланни ҫинчен пӗлтернӗ. Шухӑшласа кӑларнӑ заемсене "аннулироват тума" тесе аферистсем кредитсене хӑйсем тӗллӗн йӗркелеме сӗннӗ. Арҫын ҫур миллион ытла тенкӗлӗх кредит илнӗ те ӑна, сыхланма тесе, ултавҫӑсем кӑтартса панӑ счетсем ҫине куҫарнӑ. Унтан усал шухӑшлӑ ҫынсем ун патне кредита тÿлесе татасси ҫинчен суя документ та ярса панӑ.
Каярахпа мошенниксем татах укҫа ыйтнӑ. Анчах тимлӗ арӑмӗ пенсионера килне кайнӑ чухне вӑхӑтлă чарнă. Вӗсем ултавҫӑсем пулнине вӑл ӑнланса илнӗ те, полицие кайнӑ.
Ташӑ коллективӗсенчен пӗрин костюмерĕ те ҫавӑн пек заявленипе пынă. Пӗр талӑк хушшинче ун патне палламан номер шӑнкӑравланă. Хӑрушсӑрлӑх сӑлтавӗпе мошенниксем ӑна миллион тенке яхӑн кивҫен илме тата ӑна паллӑ мар счетсем ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ.
Çак мошеничество тĕсĕсемпе уголовлӑ ӗҫсем хускатнӑ.
ПР МВД информацийӗпе.