Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
10 Нарӑсӑн , 10:42

Радий Хабиров тапӑннӑ общежити студенчӗсемпе тӗл пулнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров канмалли кунсенче тапӑннӑ БГМУ общежитийӗнче Индири студентсемпе тӗл пулнӑ.

Регион пуҫлӑхӗ вӗсенчен çак лару-тӑрушӑн каҫару ыйтнӑ, ку ӗҫ — Пушкӑртстаншӑн пачах та курăмлӑ мар иккенне ӑнлантарнӑ.

«Ҫапла тунӑ качча та шел. Хӑлхасӑр-чӗлхесӗр амӑшӗпе тата асламӑшӗпе пурӑннӑ, шкулта вӗреннӗ, тем тума та тӑрӑшнӑ, анчах хӑйӗн шӑпине ак ҫапла пӗтерсе хучĕ. Мӗн сӑлтавпа килнине тата ӑна ҫак преступлени патне тӗртсе янӑ упырь кам пулнине чухлатпӑр», — тесе çырнӑ соцсетьре Радий Хабиров.

Инкеке лекнисене пурне те, республика пуҫлӑхӗ, кирлӗ пулӑшу кӳме малалла шантарнӑ, унтан вӗсем санаторисенче сипленӗҫ, кирлӗ пулсан вӗсене киле вӗҫме май туса парӗҫ.

«Мӗнпур тӑкакпа йĕркелÿ ĕçĕсене хамӑр ҫине илӗпӗр. Атакӑна сирнӗ чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑ студентсене патшалӑх наградисем паратпӑр тесе калаҫса татӑлтӑмӑр. Ачасене хӑрушсӑрлӑх мерисем питӗ хумхантараҫҫӗ. Ку ыйтӑва эпир те паян вӗсемпе сӳтсе яврӑмӑр. Вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне нимӗн те ан хӑраттӑр тесе пурне те тӑвӑпӑр», — шантарнă Радий Хабиров.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сечӗсем.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-02-09/radiy-habirov-vstretilsya-so-studentami-obschezhitiya-kotoroe-podverglos-napadeniyu-4571331

Радий Хабиров тапӑннӑ общежити студенчӗсемпе тӗл пулнӑ
Радий Хабиров тапӑннӑ общежити студенчӗсемпе тӗл пулнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас