Çутă çул
+14 °С
Облачно
Пулса иртни
28 Апреля , 05:11

Нефтекамскри пенсионерка ҫуртне сутса ултавҫӑсене 11 млн тенкӗ панӑ

Хӗрарӑм аферистсем темиҫе хутчен шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ҫуртне сутса усал шухӑшлӑ ҫынсене пысӑк укҫа куҫарнă.

Нефтекамскри пенсионерка ҫуртне сутса ултавҫӑсене 11 млн тенкӗ панӑНефтекамскри пенсионерка ҫуртне сутса ултавҫӑсене 11 млн тенкӗ панӑ
Нефтекамскри пенсионерка ҫуртне сутса ултавҫӑсене 11 млн тенкӗ панӑ


Нефтекамск полицине телефон ултавҫисен парни пулса тӑнӑ вырӑнти 60 ҫулти хӗрарӑм пынӑ. Хӗрарӑм аферистсем темиҫе хутчен шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ҫуртне сутса усал шухӑшлӑ ҫынсене пысӑк укҫа куҫарнине пӗлтернӗ.
Шар курнӑскер пӗтӗмпе икӗ уйӑха яхӑн тӑсӑлнӑ шанчӑксӑр шӑнкӑравсенчен пуҫланнине каласа кӑтартнӑ. Малтан ун патне пысӑк сеть лавкин представителӗ шӑнкӑравланӑ имӗш, сиенленнӗ посылка пирки пӗлтернӗ, ӑна юсама смсри кода калама ыйтнӑ. Маркетплейссемпе час-часах усӑ куракан хӗрарӑм ултава сисмен.
Ун хыҫҫӑн «Госуслуги» сотрудникӗнчен» унӑн ячӗпе саккунсӑр кредит илни пирки пӗлтерсе шӑнкӑравланӑ. Часах унпа «ФСБ представителӗ» ҫыхӑннӑ, вӑл пулӑшу сӗннӗ, малалла хутшӑнма мессенджера куҫма ыйтнӑ. Вӑл хӗрарӑма хӑйӗн счечӗ ҫине кредита татма укҫа килессине, ӑна «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫармаллине ӗнентернӗ.
Ӑнӑҫлӑ куҫарнӑ хыҫҫӑн ултавҫӑсем заявлени ҫыраканӑн ҫӗнӗ ҫурт пуррине пӗлнӗ. Суя килӗшӳ тата аферистсенчен хӳтӗленес сӑлтавпа вӗсем ӑна куҫман пурлӑха васкавлӑ сутма, илнӗ мӗнпур укҫана хӑйсем кӑтартнӑ счет ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ.
Юлашкинчен хӗрарӑм ултавҫӑсене 11 миллион та 95 пин тенкӗ куҫарнӑ: 1 миллион та 100 пин — унӑн харпӑр пухнă укçи, 10 миллион — ҫурт сутнӑ укҫа-тенкӗ.
Ку фактпа ултав пирки ӗҫ пуҫарнӑ, пӗлтернӗ ПР МВД пресс-службинче.

https://www.bashinform.ru/news/law/2026-04-27/pensionerka-iz-neftekamska-prodala-dom-i-otdala-moshennikam-11-mln-rubley-4653313

 

 

Нефтекамскри пенсионерка ҫуртне сутса ултавҫӑсене 11 млн тенкӗ панӑ
Нефтекамскри пенсионерка ҫуртне сутса ултавҫӑсене 11 млн тенкӗ панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас