

Пелепейре 83 ҫулти ватă çын ултавҫӑсен кӑткӑс схемине пула шар курнӑ.
Малтан шар курнӑскере Пенси фончӗн суя ӗҫченӗ шӑнкӑравланӑ, «ҫӗнӗрен шутлама» код ыйтнӑ — пенсионер каланă. Унтан суя полицейскисем ӗҫе кӗнӗ: вӗсем перекет хӑрушлӑхра пулнине ӗнентернӗ, укҫана курьер урлӑ «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарма сӗннӗ. Арҫын курьерсене 7,3 млн тенкӗ ытла панӑ.
Банкра пысӑк сумма пирки ыйтусем ҫине вӑл: «Тепӗр банка лайӑх процентпа куҫарасшӑн», - тенӗ.
Ку ĕçпе РФ УК 159-мӗш статйипе («Мошенничество») уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Пушкӑртстанри МВД аса илтерет: чӑн-чӑн сотрудниксем нихӑҫан та СМСри кода ыйтмаҫҫӗ, «хӑрушлӑхсӑр счетсем» сӗнмеҫҫӗ, укҫа илме курьерсем ямаҫҫӗ. Кун пеккине илтрӗр пулсан — тӳрех трубкӑна хурӑр та официаллӑ номерпе хӑвӑр шӑнкӑравлӑр. Ҫак инструкцие ватӑ тӑванăрсемпе сӳтсе явӑр: вӗсем хӑрушлӑх зонинче.
https://mgazeta.com/articles/vazhno/2026-06-04/pensioner-iz-belebeya-otdal-lzhetsam-7-3-mln-rubley-za-pereraschyot-pensii-4710159