Çутă çул
+13 °С
Облачно
Пулса иртни
2 Сентября , 08:10

Уфара пурӑнакан хӗрарӑм «парнешӗн» 5 млн тенкӗ тӳленӗ

Телефон ултавҫисем 53 ҫулти уфимкӑна унран укҫа вӑрласа улталанӑ. Хӗрарӑм полицие заявлени ҫырнӑ.

Уфара пурӑнакан хӗрарӑм «парнешӗн» 5 млн тенкӗ тӳленӗУфара пурӑнакан хӗрарӑм «парнешӗн» 5 млн тенкӗ тӳленӗ
Уфара пурӑнакан хӗрарӑм «парнешӗн» 5 млн тенкӗ тӳленӗ

Телефон ултавҫисем 53 ҫулти уфимкӑна унран укҫа вӑрласа улталанӑ. Хӗрарӑм полицие заявлени ҫырнӑ.

ПР МВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, усал шухӑшлӑ ҫынсем шар курнӑскере ҫуралнӑ кунпа саламлама шӑнкӑравланӑ имӗш, хатӗрленӗ парне пирки пӗлтернӗ. Илсе килнине ҫирӗплетес тесе вӗсем смс-хыпартан кода калама ыйтнӑ. Ҫак даннӑйсемпе усӑ курса аферистсем «Госуслуги» порталта хӗрарӑмӑн харпӑр кабинетне ҫӗмӗрнӗ.

Унтан унпа Финанс центрӗн тата ФСБ суя ӗҫченӗсем ҫыхӑннӑ. Укҫа-тенке вӑрлассипе хӑратса вӗсем уфимкӑна харпӑр хӑй пуххисене пурне те «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.

Хӗрарӑм укҫа куҫарма килнӗ банк уйрӑмӗн ӗҫченӗсем шиклӗ паллӑсене асӑрханӑ, ӑна чарма хӑтланнӑ. Анчах шар курнӑскер ҫемье ыйтӑвӗсене татса пама укҫа-тенкӗ кирлине ӑнлантарнӑ, транзакци тунӑ.

Ку фактпа «уйрӑмах пысӑк виҫепе улталани» статьяпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем кам пулнине палӑртаҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2026-09-01/v-ufe-pensionerka-zaplatila-za-podarok-5-mln-rubley-4662600

 

 

Уфара пурӑнакан хӗрарӑм «парнешӗн» 5 млн тенкӗ тӳленӗ
Уфара пурӑнакан хӗрарӑм «парнешӗн» 5 млн тенкӗ тӳленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас