Çутă çул
+18 °С
Облачно

Ермолкинта обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ

Пишпӳлек районӗнчи Ермолкин ялӗнче 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ентешĕсене халалланӑ обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ.

Ермолкинта обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑЕрмолкинта обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ
Ермолкинта обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ

 

Пишпӳлек районӗнчи Ермолкин ялӗнче 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ентешĕсене халалланӑ обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ.

Темиҫе ҫул тăршшĕ ял ҫыннисем реконструкцие мӗнле лайӑхрах ирттермеллине хастар сӳтсе явнă. Юлашкинчен геройсен ячӗсене ҫырнӑ гранит плитасене ҫӗнетме, ҫавӑн пекех палӑк тавра тӑпра шайне ҫӗклеме, тротуар плитки хума йышӑннӑ. Ҫакӑн валли вырӑнти ҫынсем мӑн асаттесен астăвăмне упраса тата хисеплесе укҫа-тенкӗ пухассине йӗркеленӗ.

Ӗҫсем пуҫланнӑ ӗнтӗ, халӗ обелиск кунран-кун ҫӗнелнӗ сӑн-сӑпат илет. Ку вӑл историлле ӑс-тӑна упраса хӑварассишӗн тата ветерансен паттӑрлӑхне хисеплессишӗн пӗлтерӗшлӗ утӑм.

Ермолкинсем — историе упрама, паттӑрсене асра тытма пулӑшакан сӳрӗк марлăхпа пӗрлӗх тӗслӗхӗ. Асӑну плитисене вырнаҫтарас тата тротуар плитисене хурас енӗпе тӗп ӗҫсене Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ хыҫҫӑн ирттерме палӑртнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

Ермолкинта обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ
Ермолкинта обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ
Ермолкинта обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ
Ермолкинта обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ
Ермолкинта обелиска ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас