Çутă çул
+20 °С
Облачно

Ывӑлӗсемпе мӑнукӗсене парӑннӑ асаилӳ

Хӑйӗн ачисемпе мӑнукӗсене ырӑ асаилӳ хӑварнӑ Йăлпăлак ялĕнче ҫуралса ӳснӗ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Семен Константинович Корнилов.

Ывӑлӗсемпе мӑнукӗсене парӑннӑ асаилӳЫвӑлӗсемпе мӑнукӗсене парӑннӑ асаилӳ
Ывӑлӗсемпе мӑнукӗсене парӑннӑ асаилӳ


Хӑйӗн ачисемпе мӑнукӗсене ырӑ асаилӳ хӑварнӑ Йăлпăлак ялĕнче ҫуралса ӳснӗ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Семен Константинович Корнилов.
Вӑхӑт иртсен пӗтӗм саманасемпе ҫынсен ӑрӑвӗсем каялла таврӑнми иртнӗ вӑхӑта юлаҫҫӗ. Пурнӑҫ ҫапла. Анчах эпир чӗрӗ чухне ҫак пурнӑҫа парнеленӗ аттепе аннене асра тытма, хисеплеме тивӗҫ. Ҫак асаилӳ ачасене кӑна мар, мӑнукӗсене те, мӑнуксен ачисене те хӑйсен мухтавлӑ та пысӑк йӑх-несӗлӗпе мăнаçланма кирлӗ.
— Манӑн аттепе анне — Семен Константиновичпа Татьяна Тимофеевна - Йăлпăлак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, - тет Пишпÿлек ялӗнче ҫемйипе пурӑнакан ĕҫ ветеранӗ Вячеслав Семенович Корнилов. - Вӗсене питӗ ҫӑмӑл мар та йывӑр шăпа пÿрнӗ. Манӑн атте ахаль колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ, чи асли пулнă, унта ҫичӗ ача пулнӑ. Вӑл, хресченсен йывӑр ӗҫне хӑнӑхнӑ, хӑйӗн тантӑшӗсем пекех ӳснӗ. Ҫара кайма ӑна 1941 ҫулта июнĕн 6-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Вӑл Ҫурҫӗр ҫар округне, Заполярьене, Мурманск облаҫне лекнӗ. Тепӗр икӗ эрнерен тата икӗ кунран Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапраннӑ.
Кӗҫӗн командирсен хӑвӑрт курсӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн çамрӑк хӗрлӗармеец Семен Корнилов пилӗк ҫуллӑха стрелоксен 363 полкӗн танксене хирӗҫ артиллери установкин командирӗ пулса сержант званине илет. Унӑн ҫар ҫулӗ, тупӑ командирӗ пулнӑ май, блокадӑри Ленинграда тата Балтика тӑрӑхӗнчи пӗтӗм территорие тӑшман ункинчен хӑтарнипе ҫыхӑннӑ. Нимӗҫсен виҫӗ «Тигр» танкӗшӗн Семен Константинович Корнилова 1944 ҫулхи октябрӗн 7-мӗшӗнче «Паттӑрлӑхшӑн» медаль панӑ. 1944 ҫулхи декабрӗн 5-мӗшӗнчи «За оборону Советского Заполярья» медале вара ӑна 1945 ҫулхи июнӗн 26-мӗшӗнче, вӑрҫӑ пӗтсен тин ҫеҫ панӑ.
— 1946 ҫулхи ноябрӗн 24-мӗшӗнче демобилизациленнӗ хыҫҫӑн атте килне таврӑннӑ та часах хӑйӗн ял хӗрне Татьяна Дементьевана качча илнӗ, - калавне малалла тӑсать вӑрҫӑ ветеранӗн кӗҫӗн ывӑлӗ. — Мӑшӑрланса вӗсем вӑтӑр сакӑр ҫул пурӑннӑ, ултӑ ывӑлне Виталие, Владимира, Николая, Валерие, Анатолие тата мана, ҫавӑн пекех Валентина хĕрне — тивӗҫлипе пӑхса ӳстернӗ. Ывӑлӗсенчен иккӗшӗ профессипе ҫар ҫыннисем пулса тӑнӑ, подполковник званине тивӗҫнӗ. Атте леш тӗнчене утмӑл виҫӗ ҫулта, 1984 ҫулта кайнӑ. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Пишпÿлекри Приютовăри автозаправка станцийӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ. Унтан районти ПУЖКХра завскладра. Ӑна нумай Хисеп хучӗсемпе, юбилей медалӗсемпе тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальпе чысланӑ. Анчах юратнӑ мӑшӑрне Татьяна Тимофеевнана, ачисемпе мӑнукӗсене пурнӑҫӑн тӗп награди тесе яланах шутланӑ. Паян Корниловсен йӑхӗн хушамачĕпе тӗрлӗ хулара пурăнакан вӗсен вунӑ мӑнукӗпе мӑнукĕсен вунпӗр ачи мӑнаҫлӑн пурăнаҫҫӗ. Манӑн аттепе анне хисепе тивӗҫлӗ пысӑк пурнӑҫ пурӑнса ирттернӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Ҫакӑншӑн вӗсене питӗ пысӑк тав, ҫавӑн пекех чыс та мухтав!
Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Корниловсен ҫемье альбомӗнчен.

Ывӑлӗсемпе мӑнукӗсене парӑннӑ асаилӳ
Ывӑлӗсемпе мӑнукӗсене парӑннӑ асаилӳ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас