

Аслӑ уяв - Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн - Пишпÿлекри «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» хастарӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ чӳречисем» акцие хутшӑннă.
Ачасем чӳречесене чӗрӗ астӑвӑм открыткисем туса хурас тесе аллисене хутпа хачӑ тытнă. Пӗрремӗшсемшӗн ку пултарулӑх кӑна мар. Ку сӑмахсӑрах «Эпир пӗлетпӗр. Эпир хаклатпӑр. Эпир манмӑпӑр» каламалли май. Кашни илемлетнӗ чӳрече вӑл — пирӗн пысӑк ҫӗршыв историне тата пирӗн мӑн асаттесен паттӑрлӑхне упраса хӑварас ӗҫе пӗчӗк тӳпе хывни.
#ОкнаПобеды
#ДвижениеПервых
#ДвижениеПрвыхРБ
#ДвижениеПервыхБижбуляк
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/mypervie_bijbulyak