

Хушăлка ялӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг иртнӗ.
Чаплӑ сӑмахсем ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ В.В. Тимофеев,
Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.П. Меркулов, ялти ветерансен канашӗн председателӗ А.Г. Женжуров, «Защитники Отечества» фондăн районти социаллӑ координаторӗсем Г.А. Хисамутдинова, Г.М. Бакиева тухса каланă.
Уйрӑмах СВО ветеранӗ Э.Шарипов саламлани чуна пырса тивнӗ — унӑн сӑмахӗсем никама та сӳрӗккӗн хӑварман.
Пӗр минут шӑп тӑрса хутшӑнакансем пуҫне хунӑ паттӑрсене асӑннă. Унтан Паллӑ мар салтак палӑкӗ умне чечексем хунӑ.
Митинга Хушăлкари вăтам шкулта вӗренекенсем, ял ҫыннисем, хӑнисем хутшӑннă.
Ҫакӑн пек мероприятисем пире Ҫӗнтерӗве мӗнле хакпа çĕнсе илнине аса илтереҫҫӗ. Эпир пирӗн мӑн асаттесен паттӑрлӑхне асра тытма, хисеплеме тивӗҫ.
#ЖиваяПамять #ДеньПобеды #81ГодовщинаПобеды
#КошЕлгинскийСДК #БижбулякскийРайон
#МыПомним
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.