Çутă çул
+23 °С
Облачно

Çирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ

 Çирĕклĕре Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен палӑкӗ умӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ.

Çирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕÇирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Çирĕклĕре Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен палӑкӗ умӗнче «Мухтава тӗксӗмленмессе. Йӑла-йӗркене — пурӑнма», Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ.

Мероприяти пур ӳсӗмри ҫынсене те пӗрлештернӗ, мӑн асаттесен паттӑрлӑхне тата ӑрусен пӗрлӗхне асра тытмалли символ пулса тӑнӑ.

Митинга савӑнӑҫлӑ уҫнӑ чухне район администраци пуҫлӑхĕн социаллӑ ыйтусемпе кадрсен ҫумӗ А.А. Данилов, Çирĕклĕ ял Совечӗн пуҫлӑхӗ Л.И. Романова, тыл ӗҫченӗ Е.А. Максимова, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканăн амӑшӗ Л.А. Чернова сăмах каланă.

Митинг вӑхӑтӗнче вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пулӑмсене кӗскен уҫса панӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнле вӑйпа пурнӑҫланине аса илнĕ. Тыл ӗҫченӗсен пысăк рольне, вӑрҫӑ ачисен кун-ҫулне те аса илнĕ. Ҫӗнтерӳшĕн хӑйсен пурнӑҫне панисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнă, палӑк умне кӑшӑлсемпе чӗрӗ чечексем хунă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/event135580128

 

Çирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ
Çирĕклĕре Ҫӗнтерÿ 81 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплă митинг иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас