Çутă çул
+23 °С
Облачно

Шырав отрячӗсен тӗллевӗ — салтака киле тавӑрасси!

 Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ «Эпир астӑватпӑр! Эпир мăнаçланатпӑр!» чаплă мероприяти пулнă.

Шырав отрячӗсен тӗллевӗ — салтака киле тавӑрасси!Шырав отрячӗсен тӗллевӗ — салтака киле тавӑрасси!
Шырав отрячӗсен тӗллевӗ — салтака киле тавӑрасси!

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ «Эпир астӑватпӑр! Эпир мăнаçланатпӑр!» чаплă мероприяти пулнă. Программӑна «9 рота» шырав отрячӗн ертӳҫипе Владимир Анатольевич Черновпа тӗлпулу тата Инна Владимировна Никифорован «Вӑрҫӑ ахрӑмӗ тата чӗре асаилӗвӗ» калавне, тӑванӗсем Сергей Михайлович Никифоров боеца Беларуҫа кайса килнине кӗртнӗ.

«Раҫҫей шырав юхӑмӗ» — ҫӗршывӑн 84 регионӗнче 45 пин ытла шыравҫа пӗрлештерекен чи пысӑк организаци. Тӗп тӗллев — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче хыпарсӑр ҫухалнӑ Хӗрлӗ Ҫар салтакӗсен шăммисене шырасси, ячӗсене палӑртасси тата пытарасси, ҫавӑн пекех ҫамрӑксене воспитани парасси. Тӗп девизĕ Александр Суворовӑн «Юлашки салтака пытариччен вӑрҫӑ вӗҫленмен» тесе калани. Ҫак сӑмахсем шыравҫӑсен миссине — вилнисен ячӗсене тавӑрассине — палӑртаҫҫӗ.

Сцена умӗнче Владимир Анатольевич «9 рота» шырав отрячӗн экспоначӗсен куравне вырнаҫтарнӑ. Вӑл Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсен вырӑнӗсенчи ятарлă тупусем, боецсен харпӑр япалисене, экспедицисем вӑхӑтӗнче тупнӑ хӗҫ-пӑшал, тумтир тата техника элеменчӗсене кӑтартать. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнĕренпе 81 ҫул иртнӗ, анчах ҫак вӑрҫӑн ахрӑмӗ халӗ те ҫын чунӗнче шӑпланмасть. Зала хӑйсен Тӑван çӗршыв историйӗ патне сÿрĕк маррисем пухӑннă.

Владимир Чернов тухса каланине куракансем пĕр сывламасăр итленĕ. Вӑл пирӗн геройсен ячĕсене тавӑракан ҫын. Вӑл шырав отрячӗн ертӳҫи, историк, реконструктор, «Отцовская доблесть» республика конкурсне хутшӑнса, «Ҫемье династийӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. «9 рота» шырав отрячӗ Пишпÿлек районӗнче вунă ҫул ĕçлет. Ҫак ҫулсенче 70 ытла шкул ачи Ленинград облаҫӗнчи Киров районӗн территорийӗнче шырав экспедицийӗсенче пулнӑ. Вӗсем ӳтсен пайӗсене тупнӑ, хӗрлӗ Ҫарӑн ҫӗре яхӑн боецӗпе командирне ҫӗкленӗ. Владимир Анатольевич пухӑннисене отряд ӗҫӗ ҫинчен, экспедицисем вӑхӑтӗнче мӗнле йывӑрлӑхсемпе тĕл пулни çинчен, нумай ҫӳреме тивни ҫинчен каласа панă. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин салтакӗсен юлашкийӗсене шыракан шырав отрячӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ физика, техника, юридика тата йӗркелӳ саманчӗсене пайлама май пур пысӑк йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑннӑ-ҫке.

Кашни салтакӑн шӑпи — уйрӑм истори. Районти «Светлый путь» хаҫатра 2025 ҫулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче Витебсоблгаз УП шырав отрячӗ аслӑ сержантăн Никифоров Сергей Михайловичӑн тӑванӗсене шырани пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Вӑл Пишпÿлек районӗнчи Ситекпуç ялӗнче çуралнă. Сергей Михайлович 1912 ҫулта ҫуралнӑ. 1930 ҫулта Клавдия Дмитриевнана качча илнӗ. Вӗсен виҫӗ ывӑлпа хӗр ҫуралнӑ. Хальхи вӑхӑтра Геннадий Сергеевич ывӑлӗ ҫеҫ чӗрӗ.

Сергей Михайлович Никифоров финн вӑрҫине хутшӑннӑ, ҫапӑҫу опычӗ пулнӑ. Ӑна 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче фронта чӗнсе илнӗ. Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, тӑватӑ хутчен аманнӑ. Балтика тӑрӑхӗнчи флотӑн тӑваттӑмӗш ударлӑ ҫарӗн 358-мӗш стрелок дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ.

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Сергей Михайловичӑн тӑванӗсем Беларуçри Россоныри боецсене ӗмӗрлӗхе асра хӑвармалли мероприятие хутшăннӑ. Унта тӑваттӑн кайнă: çар ҫыннин мӑнукӗ Владислав Павловичпа мăшăрĕ тата ҫар ҫыннин тӑван ывӑлӗ Геннадий Сергеевичпа мӑшӑрӗ. Воинăн кинӗ Инна Никифорова чӗтресе те хумханса, куҫҫуль юхтарса ҫул ҫӳреври туйӑмӗсемпе паллаштарнă.

— Пире питӗ тарават кӗтсе илчӗҫ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче меро-приятие йӗркелекенсем Полоцк тӑрӑх анлӑ экскурси ирттерчĕç. 11-мӗш ӗмӗрте туса лартнӑ София кафедральнӑй соборне, Ефросинья хӗрарӑмсен мӑнастирне ҫитсе куртӑмӑр. Авалхи хула, историйӗ пуян, палӑксем нумай. Пирӗн визитӑн тӗп тĕллевĕ — пирӗн асатте Сергей Михайлович Никифоров ҫапӑҫса вилнӗ вырӑна ҫитсе курас кӑмӑл пулчĕ. Шырав отрячӗн ертӳҫи Василий Шатков картта ҫинче ҫапӑҫу вырӑнне кӑтартрӗ те, эпир шырама кайрӑмӑр. 150 километра кайсан 358-мӗш стрелковӑй дивизин ҫапӑҫӑвӗсен вырӑнне тупрăмăр, вӗсем разведкăпа ултӑ кун тапӑнса ҫапӑҫнӑ.

«Историре пӗрремӗш хут ҫар ҫыннин ывӑлӗ килчӗ», — терӗҫ шыравçăсем. Геннадий Сергеевич 1938 ҫулта ҫуралнӑ, Пензӑра Валентина Никитичнапа мӑшӑрӗпе, 1941 ҫулта ҫуралнӑскерпе, пурӑнать. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Геннадий Сергеевич 88 ҫул тултарнă. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпе ĕмĕтленсе ҫӳренӗ ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: ашшӗн вилтӑпри ҫине чечексем хунă. Унӑн савăнăçĕн чикки пулман! Куҫҫуль юхтарса савӑннă. Мероприятие апрелӗн 28-мӗшӗнче район центрӗнчи Россоны тӗп скверӗнчи тӑванла вилтӑпри ҫинче пулнă. Инна Владимировна мероприятин интереслĕ тĕсĕсене аса илнӗ. Ҫулӗсем нумай пулсан та, инҫе ҫула пӑхмасӑр Геннадий Сергеевичпа мăшăрĕ хӑйсене питӗ лайӑх туйнӑшӑн савӑннă.

— Пирӗн асатте вилнӗ ҫапӑҫу хирӗнче лартнӑ палӑк патне пурте пӗрле пырсан салтак каски патӗнче икӗ ҫурта куртӑмӑр, — каласа пачĕ Инна Владимировна. — Вут тивертсе ятăмăр вӗсене, чылайччен тӑчӗҫ, пирӗн мухтавлӑ асатте ҫинчен шухӑшларăмăр, вара пире пурнӑҫланӑ тивӗҫ туйӑмӗ тăвăлса ларчӗ. Ҫанталӑк сивӗ, ҫиллӗччĕ, анчах пӗр ҫурта нумайччен ҫунчĕ. Пирӗн йӑх-несӗл ҫыннин чунӗ таҫта юнашарах пулнине, юлашкинчен канлӗх тупассине пӗлтерекен темле сигнал пулчӗ ку. Эпир хамӑрпа пӗрле пӗр ывӑҫ тӑван ҫӗре асатте патне илсе кайрӑмӑр, Беларуҫрен пӗр ывӑҫ ҫӗр илсе килсе асанне вилтӑпри ҫине хутăмăр.

Ситекпуçĕнче паттӑрсен ятне ӗмӗрлӗхе хӑварассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑпа килӗшӳллӗн «Патриот» парк туса лартнӑ. Ҫавӑн пекех ҫынсем территорине хӑтлӑлатнӑ, Тӑван çӗршыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне панӑ мӗнпур салтака халалланӑ стелӑсем, палӑксем вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех кунта СВО зонинче ҫапӑҫури тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ ял ҫыннисене асӑнса палӑк лартнă. Вилнӗ салтакӑн Сергей Павлович Никифоровӑн амӑшӗ хӑйӗн укҫи-тенкипе палӑк лартнӑ. Сергей Никифоров аслӑ прапорщик, Афганистанри, Таджикистанри ҫапӑҫусене, ятарлӑ ҫар оперине хутшӑннӑ.

«Амӑшӗсем ывӑлӗсене, хӑйсен упӑшкисене арӑмӗсем ҫулсем тăршшĕ, вуншар ҫул, юлашки сывлӑш тухичченех кӗтеҫҫӗ. Чӗре вилӗ курман ҫынна пытарма пӗлмест». Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн залра сӗтелсем ҫинче ҫунакан ҫуртасем лартса тухнă. Пӗр минут шӑп тăнă... Хӗрарӑмсен юрă ушкӑнӗ «Не будите, журавли, вдов России» шӑрантарнӑ. Юрӑ куракансен чӗрисене пырса тивнӗ.

— Тӑвансен ячӗпе уйрӑмах тав тӑватпӑр «Витебскоблгаз» УП шырав отрячӗн ертӳҫине Шатков Василий Петровича! — хушса хунă ҫар ҫыннин кинӗ, ялти Культура çурчӗн коллективӗн ертӳҫи, ҫак мероприятие йӗркелекенӗ Инна Никифорова.

Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Зульфида Муллагалеева, Инна Никифорова.

Шырав отрячӗсен тӗллевӗ — салтака киле тавӑрасси!
Шырав отрячӗсен тӗллевӗ — салтака киле тавӑрасси!
Шырав отрячӗсен тӗллевӗ — салтака киле тавӑрасси!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас