+23 °С
Облачно


Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 3«Б» класра вӗренекенсем республикӑри «Фронтпа тыл пӗрле: Пушкӑртстан Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тата Ятарлӑ ҫар операцийӗнче» историпе патриотла марафон шайӗнче «Халӑх асаилӗвӗ» тата «Халӑх паттӑрлӑхӗ» даннӑйсен базисемпе «паллашнă». Ульяна Колпакова хӑйӗн мӑн аслашшӗн Аверьян Исакович Шакинăн даннӑйӗсене тупнӑ. Ҫавӑн пекех Йăлпăлакри тата Кандракуль ялӗсенчи ентешĕсен даннӑйӗсене тупнӑ. Пурне те питӗ интереслӗ пулнă!
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.