

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, тӗп библиотека ӗҫченӗсем ял ҫыннисене каллех йӑлана кӗнӗ кучченеҫпе — салтак пӑттипе — кӗтсе илнӗ. Ку апат кӑна мар, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче халӑх ҫирӗплӗхӗн, паттӑрлӑхӗн тата пӗрлӗхӗн чӑн-чӑн символӗ.
Ҫак ансат, анчах ҫакӑн пек пӗлтерӗшлӗ ритуал — пӑтӑпа пайланни, пӗр-пӗрне пулӑшни, Ҫӗнтерӗве ӗненни — мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине эпир пӗрле аса илтӗмӗр. Ҫак кун 400 ытла порци техӗмлӗ хуратул пӑтти хатӗрлесе валеҫнӗ. Кашни ҫын пысӑк историн пӗр пайӗ пулса ӑрусен ҫыхӑнӑвне туйма пултарнӑ.
Тӗп столовӑй ӗҫченӗсене питӗ тутлӑ хатӗрленӗ тутӑ пӑтӑшӑн тавтапуҫ. Пӑтӑ вӑл апат кӑна мар вӗт, историн чӑн-чӑн тути.
Тавтапуҫ ҫак куна пирӗнпе пайланисене пурне те! Пирӗн мӑн асаттесен паттӑрлӑхне асра тытни чӗресенче пурӑнтӑр.
#ДеньПобеды #9Мая #МАУКБижбулякскаяЦБС #СолдатскаяКаша #ПамятьПоколений
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/biblbib