

Пишпӳлек районӗнчи волонтер ушкӑнӗсен ӗҫӗ пӗр минутлӑха та чарӑнмасть. Кашни кун «Всё для Победы. Бижбуляк» штаба пухнӑ тата ӑсталанӑ продукциллӗ вуншар теçетке курупкасем илсе килеççĕ.
Ҫак кунсенче Ситек ялӗнчи волонтерсен ушкăнĕ гуманитари пулӑшӑвӗн черетлӗ партине илсе килнӗ. Ушкӑнри ҫынсем курӑк пуҫтармалли хаклӑ вӑхӑта ҫухатмаҫҫӗ: фронтри ачасем валли пион, иван-чай ҫеҫкисем тата сухари хатӗрлесе Пишпÿлекри мечете илсе килсе панӑ. «Валерия» медицина центрĕнчи штаба дронсене хирĕç сеткă хăварнă.
«Всё для Победы. Бижбуляк» ушкӑн материалӗсем тӑрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.