

«Пӗрле вӑйлӑрах» Алексеевкăри волонтерсен юхӑмӗ ҫирӗп шнуртан боецсем ыйтнипе дронсене хирĕç шторкăсем хатӗрлеме хутшӑннӑ. Ялти хастарсен вӑйӗпе шнур туяннă та питӗ хаваслӑ командӑпа пӗр каҫра боецсене ӑсатма шторкӑсем ҫыхнă. Элинӑпа Аделина хӗрачасем тунӑ атмосфера шторкӑсемпе пӗрле боецсене куҫтӑр, вĕсен чун хавалне тытса тӑтӑр.
Ҫавӑн пекех СВОна ӑсатма хурӑн милӗкӗсем хатӗрлес ӗҫ пырать. 20 штук ярса панӑ ӗнтӗ, 40 штук хатӗр мунчапа пӗрле Запорожье еннелле ӑсатма заказ пур, тата 20 — 30 штук милӗк 71 бригада заказ тунă. Заказсене пурнӑҫланӑ, ӑсатасса кӗтеççĕ. Боецсем ыйтнине пурнӑҫлама хутшӑннисене пурне те питӗ пысӑк тав, пӗрле кӑна эпир Ҫӗнтерӗве ҫывхартӑпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.