Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
3 Июлӗн 2019, 14:33

«Çемье» пурнăçри йывăр лару-тăрура пулăшать

Пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнисен «Çемье» уйрăма килмелле.

Ку чухнехи тĕнчере çемье пурнăçĕ питĕ хăвăрт, тĕрлĕрен пулăмсемпе тулли, хăш-пĕр чух кун иртсе кайни те сисĕнмест. Каç та пулать, çемье тулли йышпа каçхи апата пухăнать, туслă лару-тăрура иртнĕ куна сÿтсе явать. Анчах чылай çемьен çакăн пек май çук.

Патшалăх бюджет учрежденин «Çемье» Тухăç районсем хушшинчи центрĕн районти уйрăмĕ 2017 çулхи октябрь уйăхĕнчен ĕçлеме пуçланă. Уйрăм специалисчĕсем çемьесен йывăрлăхĕсем çинчен илтни тăрăх кăна пĕлмеççĕ. Вĕсем патне тĕрлĕ çемьесем тĕрлĕ чăрмавсемпе, ыйтусемпе килеççĕ. Уйрăма Надежда Герольдовна Сидорова ертсе пырать. Уйрăмăн пĕр пысăк тĕллев — çемье ăнăçусăрлăхĕн тата социаллă тăлăх пурнăçăн профилактики. Задачисем нумай —çемье институтне тĕреклетесси, ăнăçсăр çемьесене тупса палăртасси, çулланнă граждансемпе сусăрсене интернатсене вырнаçтарасси, халăха информаци пĕлтересси, социаллă çăмăллăхсем тăратассипе тата çемьесене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусем тăрах консультаци парасси.

Нумай пулмасть «Çемье» уйрăма Пишпÿлекре пурăнакан Диана Геннадиевна Яковлева пынă. Вал тăватă уйăхри Эллина хĕрне прописка тăратма, ача-пăча пособине илме документсем хатĕрлеме, СНИЛС илме пулăшма ыйтнă. Диана Яковлевана çемьепе ĕçлекен специалист Лидия Сальманова йышăннă, ача садне черете тăма, субсиди илме документсем хатĕрлеме пулăшнă. Педагогика ăсталăхне ÿстерессипе калаçусем ирттернĕ, психологи пулăшăвĕ панă. Диана Геннадиевна юрист консультацине илнĕ. Унăн ĕçĕсем лайăхланнă.

— Панă пулăшупа питĕ кăмăллă юлтăм. Уйрăм ĕçченĕсем вашават, ăшшăн калаçаççĕ, яланах пулăшма хатĕр. Кунта сăмахпа кăна мар, ĕçпе чăннипе пулăшаççĕ. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене «Çемье» уйрăма килме сĕнетĕп, кунта пурне те пулăшаççĕ, — тет Диана Геннадиевна.

Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ.
Читайте нас: