Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
16 Июлӗн 2019, 17:16

Пушкăртстанра ĕçсĕрлĕх пулăшăвĕн виçи ÿснĕ

Пушкăртстанра ĕçсĕрлĕх пулăшăвĕн вăтам виçи июнь уйăхĕнче 7005 тенкĕпе танлашнă, е ĕçлеме пултаракан халăхăн пурăнмалли минимумĕн виçинчен 69,5 процент.

Танлаштарма: кăçалхи май уйăхĕнче республикăри ĕçсĕр çынсем вăтамран 6428 тенкĕ илнĕ.

«Июнь уйăхĕнче регионта ĕçсĕрлĕх пулăшăвĕн чи пĕчĕк тÿлевне 22,8 процент, чи пысăк тÿлевне 41,1 процент илнĕ», — пĕлтернĕ «Башинформ» агентствăна Ĕç министерствин пресс-службинче.

Министерствăн юлашки даннăйĕсем тăрăх, Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацин стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанра ĕçсĕррисен шучĕ 89 пин çынпа танлашать. Вĕсенчен 21 пинĕ — официаллă регистрациленĕ ĕçсĕр çынсем.

Кăçалхи февраль — апрель уйăхĕсен ĕç вăйĕн суйлав тĕпчевĕсен даннăйĕсем тăрăх республикăн экономика тĕлĕшĕнчен хастар халăхĕн шучĕ 1,9 млн. çынран ытла.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: