Кашни çул октябрĕн 1-мĕшĕнчен çăмăллăх илекен кашни çыннăн çитес çулта çăмăллăхсене çăмăллăх майăн е укçан илессине палăртмалла. Çăмăллăхсем илмелли пур формăна ылмаштармасан заявлени памалла мар. Енчен те çăмăллах илмелли формăна ылмаштарсан çитес çулăн январĕн 1-мĕшĕнчен Пенси фончĕн управленине заявлени памалла. Заявлени çăмăллăхçă хăйĕн суйлавне ылмаштариччен вăйра тăрать. Пенси фончĕн
www.pfrf.ru сайтĕнче «Гражданинăн харпăр хăйĕн кабинетĕнче» кирлĕ зявленине Интернет урлă яма май паракан электронлă сервис пур.